Чӑваш Ене тата тепӗр виҫӗ ФАП илсе килнӗ. Ҫапла, илсе килнӗ. Кунта сӑмах урапа ҫинчи фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫинчен пырать.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тарӑх, хальхи вӑхӑтра кашни муниципалитетра пӗрер (пурӗ — 21) ФАП пур-ха.
Медицина оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ мобильлӗ ҫӗнӗ 3 комплекса Ҫӗрпӳ, Улатӑр тата Шупашкар районӗсенчи больницӑсене валеҫсе пынӑ.
Асӑннӑ ФАПсем тухтӑрсене аякри ялсене ҫитсе тата хӑйсем тӗллӗн тухса ҫӳреймен ҫынсене йышӑнмалла.
Ҫуркунне ҫитрӗ те типӗ курӑк ҫунтарас сезон пуҫланчӗ темелле. Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем 4 вырӑна ҫитсе ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 50 гектара яхӑн ҫӗр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Пӑрачкав районӗсенче типӗ курӑка сӳнтерме тивнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарса килсӗр-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Пилӗк ҫул хупӑнса ларнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» предприятин птичникӗсем чӗпсемпе ҫӗнӗрен тулнӑ. Ӗҫе фабрикӑн ҫӗнӗ хуҫи — «ВДС» тулли мар яваплӑ общество — йӗркеленӗ. Вӑл предприятин унчченхи ятне, «Чӑваш бройлерӗ» бренда, упраса хӑварнӑ.
Предприятин ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫарса ярас тата производство хӑватне ӳстерес ыйтӑва республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Раҫҫей сенаторӗпе Николай Владимировпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Малтанхи 50,5 пин чӗпе птичниксене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче янӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра йыш тепӗр 123 пин пуҫ хушӑнмалла.
Предприятире хальлӗхе 36 ҫын ӗҫлет. Вӗсем — фабрикӑра унччен тӑрӑшнисемех. Чӑх-чӗп йышне ӳстерсе пынӑ май ҫулталӑк вӗҫне штата 100 ҫынна ҫитересшӗн.
Чӑваш Енре ҫырла фестивалӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун валли сасӑлав мелӗпе ят суйланӑ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Эппин, фестиваль мӗн ятлӑ пуласси те паллӑ.
Вӑл ҫаплах ятлӑ пулӗ: «Чӑваш Енри ҫырла фестивалӗ». Аса илтерер: ӑна Петровкӑра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Ивушка» питомник ҫумӗнче ирттерӗҫ.
Ҫак фестивале ҫулсеренех ирттерме, кӑштахран федераци шайне тухма палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнче пӗр арҫын пусӑран тухайман. Вӑл ӑна тасатас тесе 15 метр тарӑнӑшне аннӑ. Анчах ӑна тӑмлӑ пылчӑк ҫӑтма пуҫланӑ.
Тусӗсем ӑна пулӑшма тӑрӑшнӑ-ха, анчах май килмен. Ҫапла вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырнӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем пусӑри арҫынна альпинист хатӗрӗсемпе туртса каларнӑ. Паллах, унта вӑл йӑлтах вараланса пӗтнӗ. Анчах пусӑран тухсан питӗ савӑннӑ, ҫӑлавҫӑсен тав тунӑ.
Васкавӑ медпулӑшу машини Шупашкар районӗнчи пӗр яла пациент патне ҫитнӗ те пӳрчӗ патне ҫитеймен - унта асфальт ҫул ҫук.
Пациент вара, 40 ҫулти ӳсӗр арҫын, килӗнче такӑнса ӳксе кӑкӑр тӗлӗнчи шӑммине хуҫнӑ. Вӑл пульницӑна пырасшӑн та пулман-ха, ыратнине ирттерекен укол тума ҫеҫ ыйтнӑ.
Тухтӑрсем ӑна ҫапах ӳкӗте кӗртнӗ, анчах машина патне наҫҫилккапа кам йӑтса тухӗ? Вӗсене Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ вӑкӑра пусни пирки хыпарласах тӑнӑччӗ. Юлашки хыпар инфекциллӗ какая Шупашкар районӗнче Явӑш ялӗнче пурӑнакансем туянни пирки пулнӑччӗ.
Ҫав ҫынсем мӗн чухлӗ аш туяннине палӑртнӑ: 50 килограмм. Ҫав хуҫалӑхра дезинфекци тунӑ.
Кивӗ Тутайкассинче вара хальлӗхе карантин. Унта тислӗке ҫунтараҫҫӗ. Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсен хуҫалӑхӗнче тепӗр вӑкӑр тата пӗчӗкрех выльӑхсем пур. Вӗсем сывах пулнине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче Кивӗ Тутайкасси ҫыннисем Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени ҫинчен хыпарласах тӑратпӑр. Ҫак кунсенсе пуснӑ вӑкӑр какайне камсем туяннине палӑртнӑ. Вӗсем - Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакансем.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче инфекциллӗ какая крематорире ҫунтарса янӑ. Аш упраннӑ вырӑна дезинфекци тунӑ. Явӑшра Ҫӗпӗр мурӗпе чирлеме пултаракан выльӑх ҫуккине палӑртнӑ. Ҫаксене шута илсе ку ялта карантин тесе йышӑнман.
Республикӑра крематори тӑвасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ.
Анчах Явӑшра пурӑнакансем ҫакна хирӗҫ. Вӗсем ку ыйтупа РФ Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру янӑ. Ял ҫыннисем унта палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе крематори ыйтӑвӗ пирки никам та калаҫман, нимӗнле сасӑлав та ирттермен. «Эпир хамӑрӑн, тӑвансен, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑратпӑр. Сире ку объекта урӑх ҫӗре куҫарассине витӗм кӳме ыйтатпӑр», - тенӗ ҫынсем видеоҫырура.
Паян 16 сехетре явӑшсене Шупашкар хула администрацине чӗнсе илнӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫураса ӳснӗ, унтах пӗве кӗнӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Чернова паян 95 ҫул тултарнӑ.
Мария Максимовна 7 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ, ҫав тӗллевпе медицина училищине кайса кӗнӗ. Анчах шурӑ халат тӑхӑнса курма пӳрмен ӑна. Хӗрӗн ӗмӗтне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланни татнӑ. Мария Максимовна тӑван колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кайран сӗтел-пукан фабрикинче, Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ.
Паян кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Валентина Павлова пӑхса тӑрать. Асӑннӑ учреждени ӗҫченӗсем хӗрарӑма юбилейпе саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |